Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви

Республикӑра
Укҫа вӑхӑтра куҫарнине юратать
Укҫа вӑхӑтра куҫарнине юратать

Чӑваш Енӗн Правительствин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех ялти хыснаҫӑсене коммуналлӑ пулӑшушӑн саплаштарма уйӑракан укҫана вӑхӑтра куҫарса паманшӑн министрсене тата яваплисене хытах сӑмах тивнӗ. Ӳпкевӗ республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ, Культура министерствисен тата Патшалӑхӑн ветеринари службисене лекнӗ.

Укҫана Финанс министерстви вӑхӑтрах куҫарса панӑ иккен, анчах ҫынсем патне ҫитерессинче маларах асӑннӑ министерствӑсемпе ведомствӑсене пула чӑрмав сиксе тухнӑ.

Правительство ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер кӑлтӑкшӑн хытах ӳпкеленӗ, айӑплисене палӑртса явап тыттарма хушса хӑварнӑ. Республика ертӳҫи тӳлеве авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен куҫарма хушнине аса илтернӗ май яваплисем ҫынсен конституци прависене пӑснине палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре вӗренсе тухакансене ӗҫе илекенсене хысна шучӗпе пулӑшасшӑн. Кун пирки республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пынипе канашлу ирттернӗ. Унта ӗҫпе тивӗҫтерекенсене тата вӗренӳ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсене пухнӑ. Унта вӗсене ӗҫ рынокӗнчи кӑткӑслӑха сирмелли программӑн майӗсемпе паллаштарнӑ.

Сергей Димитриев министр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗренӳ заведенийӗсене бюджет шучӗпе вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫе вырнаҫнисене шалу тӳленин пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштарма май пур. Программӑра пӑхнӑ тӑрӑх, малтанхи ҫур ҫулта чи пӗчӗк ӗҫ укҫи тата патшалӑхӑн бюджет мар фончӗсене тӳлекен страхлакан взнос чухлӗ саплаштарӗҫ. Вӑхӑтлӑх ӗҫе илсен виҫӗ уйӑх хушши саплаштарса тӑрӗҫ. Уйӑхра ҫапла вара предприяти-организацисене ӗҫе илнӗ кашни выпускникшӑн 9 пин те 100 тенкӗ тӳлӗҫ.

 

Республикӑра

Ӗнер Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси ялӗнчи ваттисемпе инвалидсен интернат-ҫуртӗнче пушар тухнине эпир маларах пӗлтерсе ӗлкӗртӗмӗр-ха. Аса илтеретпӗр, инкек халсӑрсем пурӑнакан ҫав ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче, ҫывӑрмалли корпусри пӳлӗмсенчен пӗринче, сиксе тухнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пушар сӑлтавӗ — унта пурӑнакансенчен пӗри вырӑн ҫинче пирус туртни. Пушарта икӗ ҫын пиҫсе кайнӑ, вӗсене Республикӑри клиника пульницин пиҫсе кайнисен уйрӑмне илсе кайнӑ.

Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви хӑйне пӑхӑнакан пур учрежденире те пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе планпа пӑхман инструктаж ирттерме йышӑннӑ. Ку ӗҫе пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йӗркелеме хушнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 19

1937
88
Кузьмин Владимир Прокопьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1946
79
Тарават Валентина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, композиторӗ ҫуралнӑ.
2005
20
Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та